Л.П. Сергеевӑн «Чӑваш чӗлхи» справочникӗн пайӗ (1-мӗш пайӗ, 2-мӗшӗ кунта)
Япалана (е япалалӑха) пӗлтерекен пуплев пайне япала ячӗ теҫҫӗ.
| Пӗрремӗшле япала ячӗсем | Иккӗмӗшле япала ячӗсем | 
| Вӗсен морфологи палли ҫук, сӑмах тымарӗсем кӑна шутланаҫҫӗ: ача, ӑман, вӑрман, хӗр, шыв, юр, ҫул, юман, ялав, пуҫ, пӑрҫа, чӑх, хӗвел, пӗлӗт | Сӑмах тымарӗ ҫумне тӗрлӗ аффикссем хушӑннипе пулаҫҫӗ: ачалӑх, юманлӑх, вӑрлӑх, тӗрӗслӗх, ҫӗнӗлӗх, курайманлӑх, сӑвӑҫ(ӑ), юрӑҫӑ, тимӗрҫӗ, йывӑрӑш, тарӑнӑш | 
| Япала ячӗсен пулӑвӗн мелӗсем | Тӗслӗхсем | 
| I. Морфологи мелӗ (тӗрлӗ аффикссем хушӑннипе) | куҫлӑх, хӑвалӑх, арпалӑх, шӗшкӗлӗх, ҫӑварлӑх, патшалӑх, пуласлӑх, кӗтӳҫ(ӗ), юмахҫӑ, сунарҫӑ, вӑрӑмӑш, анлӑш | 
| II. Лексикӑпа синтаксис мелӗ (хутлӑ сӑмахсем, мӑшӑр сӑмахсем) | вырсарникун, тунтикун, ҫӑраҫҫи, тумтир, ҫуртри, тӑвайкки, асатте, асанне, сӑнӳкерчӗк, электрохунар, партпуху, электропӑчкӑ, ҫӑкӑр-тӑвар, уй-хир | 
| III. Семантикӑпа грамматика мелӗ (конверси йӗрки) | ҫамрӑк, ватӑ, чухӑн, пуян, ӗҫчен, ӑста, кахал, ачаш, суккӑр, сивӗ, сулхӑн, ҫутӑ, тӗттӗм, шӑрӑх, ӑшӑ, уяр | 
| Аффикссем | Мӗнле пуплев пайӗ ҫумне хушӑнаҫҫӗ | Тӗслӗхсем | 
| -лӑх(-лӗх) | Япала ячӗ | хурӑнлӑх, шурлӑх, уйӑхлӑх, ҫӑварлӑх, тӗслӗх, ҫӑкалӑх | 
| -ҫӑ(-ҫӗ) | Япала ячӗ | пулӑҫӑ, атӑҫӑ, калавҫӑ, сӑнавҫӑ, такмакҫӑ, элекҫӗ | 
| -кӑч (-кӗч) -кӑҫ(-кӗҫ) | Глагол | ӗмкӗч, сӗркӗч, пускач, ӑскӑч, каркӗҫ, ларкӑч, вӗркӗч | 
| -ӑш(-ӗш) | Япала ячӗ Паллӑ ячӗ | лаптӑкӑш, калӑпӑш пысӑкӑш, сарлакӑш, ҫӳллӗш, инҫӗш, йывӑрӑш | 
| -лӑх(-лӗх) | Паллӑ ячӗ Хисеп ячӗ Местоимени | тасалӑх, хаваслӑх, тӗрӗслӗх пӗрлӗх харпӑрлӑх | 
| -в | Глагол | калав, суйлав, вулав, тӗпчев, хунав | 
| -у(-ӳ) | Глагол | вӗренӳ, пуху, ӑмӑрту, пӗлӳ | 
| -ӑм(-ӗм) | Глагол | парӑм, кӳлӗм, пусӑм, сисӗм, пӳлӗм, ҫиҫӗм | 
| Аффикссем | Мӗнле пуплев пайӗ ҫумне хушӑнаҫҫӗ | Тӗслӗхсем | 
| -сар(-сер) | Япала ячӗ | юмансар, хурӑнсар, кайӑксар | 
| -са(-се) | Япала ячӗ | алса, йӗпсе, харамса | 
| -аш(-еш) | Япала ячӗ | малаш, тулаш, каяш | 
| -таш(-теш) | Япала ячӗ | кинтеш, пайташ, юлташ, хурӑнташ, аташ, ентеш | 
| -ске | Япала ячӗ | пӳрнеске, тӗмеске, сӳреске, вилеске | 
| -ал(-ел) | Япала ячӗ | мал (<ум+ал), шал (<ӑш+ал), хыҫал, каял (<кай+ал), тӗпел | 
| -чах | Япала ячӗ | вучах (<вут+чах), ӑсчах, пу-чах (<пуҫ+чах) | 
| -шка(-шке) | Япала ячӗ | ҫунашка, валашка, картлашка, пӳрлешке | 
| -кӑч | Япала ячӗ | мӑйкӑч | 
| -а(-е) | Глагол | ака, виҫе, вите, ҫыра, турта, вӑлта | 
| -ак(-ек) | Глагол | тӑкак, чӑмлак, шарлак | 
| -алӑк(-елӗк) | Глагол | вителӗк, каҫалӑк | 
| -ам(-ем) | Глагол | тумлам, тӗркем, хутлам | 
| -ан(-ен) | Глагол | автан, ҫыран, ҫӗмрен | 
| -кӑм(-кӗм) | Глагол | сыпкӑм, ҫупкӑм, ишкӗм | 
| -ма(-ме) | Глагол | пусма, ҫырма, ҫӗртме, чикме | 
| -мӑр(-мӗр) | Глагол | пусмӑр, ҫумӑр | 
| -не | Глагол | парне, чӗрне, пӗрне | 
| -рӑш(-рӗш) | Глагол | пӑхкаларӑш, ҫаврӑнкаларӑш, хӑтланкаларӑш | 
| -ӑ(-ӗ) | Глагол | кулӑ, сутӑ, касӑ, чӗлӗ, витӗ, ҫакӑ | 
| -ӑҫ(-ӗҫ) | Глагол | канӑҫ, манӑҫ, тивӗҫ, курнӑҫ, савӑнӑҫ, шанӑҫ | 
| -ӑш(-ӗш) | Глагол | кулӑш, пӗлӗш, пӗлтерӗш, сывлӑш, тупӑш | 
| -кӑ(-кӗ) | Глагол | тыткӑ, ҫапкӑ, тапкӑ, чышкӑ, пӗҫерккӗ, шыҫкӑ | 
| -чӑк(-чӗк) | Глагол | ӳкерчӗк, шанчӑк, сурчӑк, мухтанчӑк, хырчӑк | 
| -ма(-ме) | Евӗрлев сӑмахӗ | тункӑрма, ханкӑрма, шӑлтӑрма | 
| Мӗнле пуплев пайӗнчен пулнӑ | Тӗслӗхсем | 
| Паллӑ ячӗ | айван, ӑшӑ, ӑста, ачаш, ватӑ, ӗҫчен, ҫамрӑк, маттур, ҫутӑ, тӗттӗм, хастар, чухӑн, шӑрӑх | 
| Глагол | варкӑш, вӗчӗх, пӑшӑх, тарӑх, тӗркӗш | 
| Наречи | ҫуркунне, хӗлле, ҫулла, кӑнтӑрла, кӗркунне | 
| Евӗрлев сӑмахӗ | куккук, пӗтпӗлтӗк, киккирик | 
| Пулӑвӗ енчен мӗнлисем | Тӗслӗхсем | 
| I. Кӗскелсе пулнисем: 1) изафет конструкцийӗсенчен (япала ячӗпе япала ячӗн ҫыхӑнӑвӗнчен пулнисем) | анкарти (<авӑн карти), алсиш (<алса ӑшӗ), картиш (<карта ӑшӗ), вырсарни (<вырӑс эрни), ҫӑраҫҫи (<ҫӑра уҫҫи) | 
| 2) паллӑ ячӗпе япала ячӗн ҫыхӑнӑвӗнчен пулнисем | асатте (<аслӑ атте), асанне (<аслӑ анне), кӗҫнерни (<кеҫӗн эрне) | 
| 3) тӗп падежри япала ячӗпе япала ячӗн ҫыхӑнӑвӗнчен пулнисем | ҫӑматӑ, кӑҫатӑ (<кӗҫҫе атӑ), тумтир, шӑмшак, хӗрача, хӗрарӑм, арҫын, ҫулталӑк, ҫӗршыв, ҫилҫуна | 
| II. Кӗскетсе тунӑ хутлӑ япала ячӗсем | партпуху, ялпо, райпо, электрохунар, фотоӳкечӗк, райхаҫат, ялкор, райӗҫтӑвком, политпай, литпӗрлешӳ, электронасус | 
| Мӗнле сӑмахсем мӑшӑрланнипе пулаҫҫӗ? | Тӗслӗхсем | 
| I. Мӑшӑр сӑмахсен икӗ компоненчӗ те хӑйсен пӗлтерӗшне ҫухатманнисем: | |
| 1) синонимлӑ сӑмахсем | вӑй-хал, апат-ҫимӗҫ, ака-суха, кил-ҫурт, вут-ҫулӑм, укҫа-тенкӗ, ӳт-пӳ, хурт-кӑпшанкӑ | 
| антонимлӑ сӑмахсем | суту-илӳ, лару-тӑру, ир-каҫ | 
| пер йышши ӑнлавсене пӗлтерекен сӑмахсем | тӳшек-ҫытар, пит-куҫ, утӑ-улӑм, ҫӑкӑр-тӑвар, хур-кӑвакал, хул-ҫурӑм | 
| II. Мӑшӑр сӑмахсен иккӗмӗш компоненчӗ хӑйсен пӗлтерӗшне тӗксӗмлетнӗ е пачах ҫухатнӑ | ача-пӑча, ӑс-хакӑл, выльӑх-чӗрлӗх, кӳршӗ-аршӑ, хӑна-вӗрле, савӑт-сапа, яш-кӗрӗм, хуйхӑ-суйхӑ, тимӗр-тӑмӑр, ҫӳпҫе-ҫарма, сас-хура, аш-пӑш, тути-маси | 
| Мелсем | Тӗслӗхсем | 
| 1. Синтаксис мелӗ (япала ячӗ умне местоименисем лартни) | манӑн юлташ, санӑн тетрадь, унӑн кӗнеки, пирӗн шкул, сирӗн колхоз, вӗсен ялӗ | 
| 2. Морфологи мелӗ (япала ячӗсем ҫумне ятарлӑ аффикссем хушни) | юлташӑм, юлташу, юлташӗ кӗнекем, кӗнекӳ, кӗнеки ывӑлӑм, ывӑлу, ывӑлӗ | 
| Сӑпатсем | Япала ячӗ те, сӑпачӗ те пӗррелл хисепре | Япала ячӗ пӗрреллӗ хисепре, сӑпачӗ нумайлӑ хисепре | 
| 1-мӗш сӑпат | -ӑм(-ӗм): юлташӑм, тӑванӑм, сӗтелӗм, хӗрӗм | -ӑм-ӑр (-ӗм-ӗр): юлташӑмӑр, тӑванӑмӑр, сӗтелӗмӗр, хӗрӗмӗр | 
| 2-мӗш сӑпат | -у(-ӳ): юлташу, тӑвану, сӗтелӳ, хӗрӳ | -ӑр(-ӗр): юлташӑр, таванӑр, сӗтелӗр, хӗрӗр | 
| 3-мӗш сӑпат | -ӗ(-и): юлташӗ, тӑванӗ, сӗтелӗ, хӗрӗ | -ӗ(-и): юлташӗ, тӑванӗ, сӗтелӗ, хӗрӗ | 
| Сӑпатсем | Япала ячӗ нумайлӑ хисепре, сӑпачӗ пӗреллӗ хисепре | Япала ячӗ те, сӑпачӗ те нумайлӑ хисепре | 
| 1-мӗш сӑпат | ӑм-сем(-ӗм-сем): юлташӑмсем, тӑванӑмсем, сӗтелӗмсем, хӗрӗмсем | -ӑм-ӑр-сем(-ӗм-ӗр-сем): юлташӑмӑрсем, тӑванӑ-мӑрсем, сӗтелӗмӗрсем, хӗрӗмӗрсем | 
| 2-мӗш сӑпат | -у-сем(-ӳ-сем): юл-ташусем, тӑванусем, сӗтелӳсем, хӗрӳсем | -ӑр-сем(-ӗр-сем): юлташӑрсем, тӑванӑрсем, сӗтелӗрсем, хӗрӗрсем | 
| 3-мӗш сӑпат | -ӗ-сем(-и-сем): юлташӗсем, тӑванӗсем, сӗтелӗсем, хӗрӗсем | -ӗ-сем(-и-сем): юлташӗсем, тӑванӗсем, сӗтелӗсем, хӗрӗсем | 
| Сӑпатсем | Япала ячӗ а, е сасӑсемпе пӗтнӗ чух | Япала ячӗ ӑ, ӗ сасӑсемпе пӗтнӗ чух | |
| вӗсем умен пӗр хупӑ сасӑ ҫеҫ пулсан | вӗсем умен икӗ хупӑ сасӑ пулсан | ||
| 1-мӗш сӑпат | лаша+ӑм=лашам ӗне+ӗм=ӗнем | юрӑ+ӑм=юррӑм сӗлӗ+ӗм=сӗллӗм | ҫулҫӑ+ӑм =ҫулҫӑм кӳршӗ+ӗм=кӳршӗм | 
| 2-мӗш сӑпат | лаша+у=лашу ӗне+ӳ=ӗнӳ | юрӑ+у=юрру сӗлӗ+ӳ=сӗллӳ | ҫулҫӑ+у=ҫулҫу кӳршӗ+ӳ=кӳршӳ | 
| 3-мӗш сӑпат | лаша+и=лаши ӗне+и=ӗни | юрӑ+и=юрри сӗлӗ+и=сӗлли | ҫулҫӑ+и=ҫулҫи кӳршӗ+и=кӳрши | 
| Сӑпатсем | Япала ячӗ у, ӳ сасӑсемпе пӗтнӗ чух | Япала ячӗ и сасӑпа пӗтнӗ чух | 
| 1-мӗш сӑпат | ҫыру+ӑм=ҫырӑвӑм ҫитӗнӳ+ӗм=ҫитӗнӗвӗм | тӑри+ӗм=тӑрийӗм ҫӗрҫи+ӗм=ҫӗрҫийӗм | 
| 2-мӗш сӑпат | ҫыру+у=ҫырӑву ҫитӗнӳ+ӳ=ҫитӗнӗвӳ | тӑри+ӳ=тӑрийӳ ҫерҫи+ӳвҫерҫийӳ | 
| 3-мӗш сӑпат | ҫыру+ӗ=ҫырӑвӗ ҫитӗнӳ+ӗ=ҫитӗнӗвӗ | тӑри+ӗвтӑрийӗ ҫӗрҫи+ӗ—ҫӗрҫийӗ | 
| Сӑпатсем | Атте | Анне | Пичче | Мучи | Кинемей | Кукаҫи | 
| 1-мӗш | аттем | аннем | пиччем | мучи | кинемей | кукаҫи | 
| 2-мӗш | аҫу | аннӳ | пиччӳ | мучу | кинемӳ | кукаҫу | 
| 3-мӗш | ашшӗ | амӑшӗ | пиччӗшӗ | мучӑшӗ | кинемӗшӗ | куккашшӗ | 
 Статья каҫми :: Пичет версиӗ
 Статья каҫми :: Пичет версиӗ 